Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗ

Статистика

Юпа уйӑхӗнче патшалӑх статистикин Федераци служби халӑхӑн 2 процентне суйласа «Социаллӑ демографилле тӗрӗслев» (халӑх микроҫыравӗ) статистика тишкерӗвне ирттерет. Чӑваш Республикинче халӑхран сведени пуҫтарас ӗҫе 60 ҫынна явӑҫтарнӑ. Элӗк районӗнче ку енӗпе 1 ҫын ӗҫленӗ. Вӑл Йӑлкӑш тӑрӑхӗнчи Исванкӑ, Тимӗрҫкасси, Пӗчӗк Элӗк ялӗсенче микроҫырав ирттернӗ.

Элӗк районӗнче ыйтӑм вӗҫленнӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ ҫын 162 уйрӑм хуҫалӑхра пулнӑ. Вӑл йыша яланах пурӑнакан ҫынсем тата вӑхӑтлӑха аякка тухса кайнисем кӗреҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ статистсем. Микроҫырав ыйтӑвӗсен хуравӗсене илнӗ, вӗсене электрон ыйтӑм хучӗсем ҫине кӗртнӗ.

Ҫырав вӑхӑтӗнче 135 кил хуҫалӑхра пурӑнакан 366 ҫынна ҫырса хунӑ. 27 килте никам та пурӑнмасть.

Микроҫырав программипе пӗтӗмӗшле кӑтартусем 2016–2017 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче паллӑ пулӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ Исванкӑсем — сӗтел хушшинче
Исванкӑсем — сӗтел хушшинче

Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Исванкӑ ялӗн халӑхӗ ӗлӗкхи йӑлана тытса пыма тӑрӑшать. Ӑруран ӑрӑва куҫакан уявсене вӗсем тӑташах уявлаҫҫӗ.

Кӑҫал та ҫак ял халӑхӗ информаципе культура центрӗ умне пухӑнса ял сӑрине ирттернӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Ватӑ ҫынсем чиркӗве кайнӑ, Турӑран тулӑх пурнӑҫ, тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстерме ҫумӑр, лайӑх ҫанталӑк ыйтнӑ, усал-тӗсел аякра ҫӳретӗр тесе кӗлӗ тунӑ. Вӗсемех уй-хире тухса парне панӑ, кӗлӗ тунӑ.

Ял-йыш сӗтел хушшине ларса пӗрле апатланнӑ.

Сӑнсем (12)

 

Ял тӑрӑхне ултӑ ял кӗрет: пурӗпе вӗсенче 1012 ҫын пурӑнать. Юлашки тапхӑрта халӑх йышӗ пӗр шайрах тӑрать. Ӗҫлеме ытларах Элӗке, хуласене каяҫҫӗ. Сӗт-ҫу тата аш-какай туса илес хресчен-фермер ӗҫлевӗ сарӑлса пырать. Килти хушма хуҫалӑха аталантарас тӗллевпе ял ӗҫченӗсем 3,7 миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен укҫа туяннӑ.

Ялсене ҫитме хале ҫӑмӑл. Ярушка ялӗсӗр пуҫне, пурӑну вырӑнӗсене асфальт такӑр ҫулӗ ҫывхартать. Сарплат ялӗнче вара пӗр урамне те асфальтланӑ.

Ҫуралнӑ тавралӑха юратса «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх урам», «Чи лайӑх килти хуҫалӑх» ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Хальхинче Тимӗрҫкасси ялӗ, Григорий Федоров (Уйкас ялӗ) сумлӑ ятсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Сарплат ялӗнче пулас ҫу уйӑхӗсенче пӗве тасатма татса хунӑ. Мӑн Йӑлкӑшра ача-пӑчасен выляв-спорт лаптакӗ тума палартнӑ.

Анчахрах шкул спорт залӗнче ялсем хушшинче волейбол вӑййипе ӑмӑрту иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Пӗчӗк Йӑлкӑш ялӗн яш-кӗрӗмӗсем тухрӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 14

1938
88
Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1959
67
Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та